Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑн йӑлана кӗнӗ Тихвин ярмӑркки уҫӑлӗ. Вӑл вырсарникунчченех тӑсӑлӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ апатлану тата суту-илӳ организацийӗсене, алӗҫ ӑстисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене ярмӑрккӑна хутшӑнма чӗнет.
Историе тишкерес пулсан, Тихвин ярмӑркки тымарӗ 17–18-мӗш ӗмӗрсенче пуҫланать. Хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ патӗнче ҫӗр-ҫӗр ҫул халӑх сутма, туянма, канма пухӑннӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑна выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк, алӗҫӗсем тата ытти ӗҫсем сутакансем хутшӑнаҫҫӗ.
Ярмӑрккӑ кунӗсенче аттракционсем ӗҫлӗҫ, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, концерт, фестиваль, конкурссем пулӗҫ, ача-пӑча программисем ӗҫлӗҫ, ҫамрӑксен ташӑ каҫӗ иртӗ.
Кӑҫал ярмӑрккӑра Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫӗнӗ акушерпа пункчӗ уҫӑлӗ, шкултан вӗренсе тухакансене аттестатсем, медальсем парӗҫ. Ярмӑрккӑ кунӗсенче, кӗҫнерникун, эрнекун, шӑматкун каҫхине фейерверк курма май пулӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре Чӑваш Республикин Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн спорт ҫемйисен фестивалӗ иртнӗ.
Фестиваль сумӗ ҫулсерен ӳсет. Хальхинче унта хула тата район шайӗнчи ӑмӑртура ҫӗнтернӗ ҫемьесем хутшӑннӑ. Ҫӑмӑл атлетика эстафетинче, ишессинче, дартсра 31 ҫемье вӑй виҫнӗ.
Фествиале уҫнӑ чухне ЧР спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Яковлев, Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Андреев тата ыттисем тухса калаҫнӑ.
Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн спортпа туслӑ ҫемьесене виҫӗ ушкӑнра палӑртнӑ. Паллах, ҫӗнтерни мар, фестивале хутшӑнни пӗлтерӗшлӗ. Ҫапла Красноармейски районӗнчи Артемьевсен ҫемйи те шухӑшлать. Вӗсем амӑшӗ Галина, ашшӗ Николай, ывӑлӗ Ярослав хутшӑннӑ. Вӗсем ача 9 ҫул тултарман ушкӑнсен йышӗнче тупӑшнӑ.
Ҫӗрпӳсем спортра ҫитӗнӳсем хыҫҫӑн ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ теме те юрать. Ҫӗрпӳ каччисем нумаях пулмасть ӑмӑртуран медальсемпе таврӑннӑ.
Иртнӗ эрнере Удмурт Республикин тӗп хулинче ҫамрӑксен хушшинче Атӑлҫи федераци округӗнчи ӑмӑрту иртнӗ. Унта 22 ҫул тултарманнисем хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва 14 регионти 130 боксер килсе ҫитнӗ. Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командин йышӗнче Ҫӗрпӳре ҫуралнӑ каччӑсем те пулнӑ. Вӗсем — 19 ҫулти Артем Ивановпа Андриян Максимов. Артем 52 килограмм тайман виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ, Андриян 75 килограмм тайманнисен йышӗнче вӑй виҫнӗ.
Ҫӗрпӳ каччисем Чӑваш Ен пухмачне 2 пӑхӑр медальпе пуянлатнӑ. Вӗсене ӑмӑртӑва пысӑк категориллӗ тренер Николай Ремеслов тата СССР спорт мастерӗ Александр Катанаев хатӗрленӗ.
Иртнӗ шӑматкун Чӗмпӗрте чӑваш наци уявӗ Акатуй иртнӗ. Унта Тутарстанри, Чӑваш Енри, Пушкӑрт Республикинчи, Самар, Сарӑту, Ӗренпур облаҫӗсенчи 30 ытла ушкӑн хутшӑннӑ. Паллах, Чӗмпӗр хулинчи тата облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те пулнӑ.
Уяв икӗ лапамра иртнӗ: «Ҫӗнтерӳ» паркра тата хула ипподромӗнче. Акатуй ипподромӑн тӗп сцени ҫинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Унта Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов хутшӑннӑ. Вӑл пурне те ҫураки вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ май Чӗмпӗр облаҫӗнчи кашни вуннӑмӗш ҫын чӑваш пулнине палӑртнӑ.
Официаллӑ пай вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пултарулӑх ушкӑнӗсем концерт пуҫланӑ. Акатуйра Чӑваш Ен те пулнӑ. Чӗмпӗр сцени ҫинче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнчи «Ямаш» фольклор ансамблӗ юрласа чӗмпӗрсене савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (17)
Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидата палӑртма «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пилӗк муниципалитетра праймериз ирттересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче асӑннӑ парти ячӗпе праймериза хутшӑнакан кандидидатсем Патӑрьел, Канаш, Ҫӗрпӳ районӗнчи суйлавҫӑсемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Элтепер пулас шухӑшлӑ ҫичӗ кандидат пырса ҫитнӗ: ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен пуҫлӑхӗ Юрий Исаев, «Дентамед» обществӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин, Шупашкарти 5-мӗш гимназин пуҫлӑхӗ Инна Исаева, «Базис» тулли мар яваплӑ общество управляющийӗ Алексей Львов, Афганистан вӑрҫин сусӑрӗсен общество организацийӗн регионти ертӳҫи Геннадий Матвеев, республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев. Саккӑрмӗш кандидачӗ, Игорь Поручиков, суйлавҫӑсемпе тӗл пулма пыман.
Элтепер пуканӗшӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти хӳттипе тухас ӗмӗтлисем хӑйсен программипе паллаштарнӑ.
Сӑмах май каласан, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче иртнӗ парти хушшинчи сасӑлавра патӑрьелсенчен 97 проценчӗ Михаил Игнатьевшӑн пулнӑ, ҫӗрпӳсенчен — 93,9 проценчӗ, канашсенчен — 92 проценчӗ.
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче ыркӑмӑллӑх акцийӗ малалла пырать. Вӑл «Кӗнеке — ял ачисене» ятлӑ. Ӑна ЧР Наци вулавӑшӗ Литература ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие ял вулавӑшӗсенчи фондсене пуянлатас, халӑха, уйрӑмах ачасене, кӗнеке вулама илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Акцие 1-мӗш клиника пульницин чылай ӗҫченӗ хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть ҫамрӑк вулакансем валли пӗр пациентка нумай кӗнеке йӑтса килнӗ. Вӗсем ҫӗнех мар, анчах усӑ курма юрӑхлӑ.
Пульница ӗҫченӗсем аслӑрах вулакансем валли илемлӗ литература нумай пухнӑ. Вӗсене Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка вулавӑшне илсе кайӗҫ.
Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. Вӑл раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пырӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-56-11.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗнче ӗнер ҫӑлкуҫ уявӗ йӗркеленӗ. Унта Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ те хутшӑннӑ.
Комитет пайташӗ Раиса Сарпи поэт асӑннӑ ял хӗрарӑмӗ Римма Михайлова ыйтнипе Тапанарти Чашлама ятлӑ ҫӑлкуҫа мухтаса сӑвӑ ҫырнӑ. Тапса тӑракан ҫӑлкуҫ йӗри-тавра Михайловсен ҫемйи тӑрӑшнипе ытарайми илем-юмах тӗнчи туса хунӑ. Тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра усӑ курса кайӑк-кӗшӗк, чӗрчунсен кӗлеткисене тата ыттине те ӑсталанӑ иккен. Юнашар пӗчӗк ҫеҫ часавай лартнӑ.
Хӑнасем хушшинче «Чӑваш хӗрарӑмӗн» хастарӗсем Нина Петрова, Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Елена Хӗвелпи, Евдокия Андреева, Людмила Кинер, Нина Димитриева пулнӑ.
Конгресс хастарӗсем ял ҫыннисене хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ, юрӑсем юрланӑ.
Нумаях пулмасть республикӑри шкулсене ҫӗнӗ автобуссемпе тивӗҫтернӗ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 27,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Автобус уҫҫисене шкул директорӗсене Михаил Игнатьев тыттарнӑ. Водительсем каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем хӑтлӑ кӑна мар, ачасен пурнӑҫӗшӗн те хӑрушсӑр. Вӗсенче ҫыхӑну, антиблокировкӑллӑ тормоз, Глонасс пур. Ку автобус сехетне 60 ҫухрӑмран ытларах каяймасть.
Ҫӗнӗ автобуссене Вӑрнар (2), Елчӗк (1), Етӗрне (2), Комсомольски (1), Куславкка (1), Муркаш (1), Патӑрьел (1), Сӗнтӗрвӑрри (1), Ҫӗрпӳ (1), Шупашкар (5), Элӗк (1) районӗсем тивӗҫнӗ.
Кивӗ автобуссем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ пулсан вӗсем шкултах тӑрса юлаҫҫӗ. Сӑмах май, кунсерен 297 шкул автобусӗ пин ялтан 12 пине яхӑн ачана турттарать.
Ӗнер «Асамат» културӑпа курав центрӗнче «К.В. Ивановӑн чӗрӗ сӑмахӗ» республикӑри видеоконкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Хитре вулассипе ӑмӑртӑва хутшӑннисем Константин Ивановӑн хайлавӗсене суйланӑ. Видеоконкурсӑн тӗп теми «Нарспи» поэма пулса тӑнӑ. Ӑна 16 чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Вӑл чӑваш литературинче кӑна мар, тӗнче литературинче те классикӑлла хайлавӗ шутланать. Культурӑпа курав центрӗнче «Нарспи» сыпӑкӗсем чӑвашла кӑна мар, вырӑсла та, украинӑлла та, акӑлчанла та янӑранӑ. «Нарсписӗр» пуҫне Константин Ивановӑн сӑввисене те вуланӑ.
Поэмӑна ҫырнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ чух та поэмӑна вулассипе конкурс ирттернӗ. Ун чух та ӑна Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Праски Витти йӗркеленӗ. Ун чухне ачасем поэмӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫити вуланӑ.
Хальхи конкурса «Эткер» центр, Шупашкарти мониторинг тата аталану центрӗ, «Вырӑс музейӗ: виртуаллӑ филиал» центр тата маларах асӑннӑ курав центрӗ пӗрле йӗркеленӗ.
Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенчи, Улатӑр, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенчи 26 шкултан 82 ӗҫ ярса панӑ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Элӗкре чӑваш эстрада юррисен «Виръял шевлисем» регионсен хушшинчи фестиваль иртӗ. Кӑҫал унта Елчӗк, Комсомольски, Муркаш, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти пултаруллӑ ҫынсемсӗр пуҫне Чӗмпӗр облаҫӗнчен те килӗҫ.
25 ҫын заявка панӑ. Унта 14-35 ҫулсенчи ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Фестиваль ҫулран-ҫул анлӑланса пырать. Ку таранччен унта 2500 ытла ҫын хутшӑннӑ. «Виръял шевлисем» фестивалӗн истори те пуян. Ара, кӑҫал вӑл 20 ҫул тултарать-ҫке-ха.
Кӑҫал фестивале Чӑваш Республикинчен кӑна мар, чӑваш диаспоринчен те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл икӗ номинаципе иртӗ: солистсем тата ансамбльсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсене I, II, III степень лауреат ятне параҫҫӗ. Призерсене вара — дипломант. Жюри Гран-при пама та пултарать. Пурне те унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |